Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалланӑ кӑларӑм

Чӑваш Республикин профессионал писательсен пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе “За Победу! Ҫӗнтерӳшӗн!“ ятлӑ сӑвӑсен пуххи кун ҫути курнӑ. Кӗнекепе вулакансене ҫывӑхрах паллаштарас, ӑна халӑхра ытларах сарас тӗллевпе ҫыравҫӑсем тӗл пулусем йӗркелеҫҫӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма ҫак кунсенче Йӗпреҫре пахаларӗҫ.
Back to Top