[Национальное телевидение Чувашии] Çĕнĕ çул парни

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Çĕнĕ çул умĕнхи парне. Ку уйăхра çеç ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне 4-мĕш хут пулăшу каять, вĕсенчен виççĕшĕ – чăваш полкне. Транспортран пуçласа вăрçă хирĕнче кирлĕ хатĕрсем тултарнă икĕ пысăк машина ку эрнере салтаксем патне çитмелле. Монокулятор, çĕрле курмалли куçлăх, квадрокоптер тата ытти те пысăк машина çине тиенет. «Элара» пĕрлешӳ пысăк технологиллĕ хатĕрсем панă. Сунарçăсемпе пулăçсен «Канашское» пĕрлешĕве 400 000 тенкĕлĕх саппас пайсемпе тата эмелпе тивĕçтернĕ. Мăçăльмансен тĕп управленийĕ тата Патăрьелĕнчи волонтерсемпе хастарсем 20 кубла метр хăма хатĕрленĕ. Шупашкарти усламçă 20 михĕ ыхра парса ярать. «Пĕрле» фонд чăваш салтакĕсемпе çыхăну тытсах тăрать. Гуманитари пулашăвĕ ăсатма хатĕрленĕ чухне вĕсен сĕнĕвĕсене мала кăларать. Икĕ «Нива» вăрçă хирĕнчи ентешсене пулăшмаллах. Ку тиевпех васкавлă пулăшу тата катастрофăсен медицинин республикăри центрĕ «Сура» чăваш полкне васкавлă пулăшу машинине парса ярать. Шучĕпе ку – 16-мĕш. Çак таранччен шур халатлисем «Атăл» батальона тата «Сура» чăваш полкне 9 «УАЗ» тата 7 «Соболь» ăсатнă. Центр ĕçченĕсем вĕсене хăйсемех юсанă, тĕрĕслев витĕр кăларнă. Тумтир, канцеляри таварĕ, тасалăха упрамалли, сывлăха сыхламалли хатĕрсем – пурĕ 30 курупкă та инçе çула тухать. Вĕсене Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви Мариупольти куçĕ япах куракансен пĕрлешĕвне парса ярать.
Back to Top