Тӑвай тӑрӑхӗнче пурӑнакансем те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене хастар пулӑшаҫҫӗ
Республикӑри хастарсем ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳреҫҫӗ. Тӑвай тӑрӑхӗнче, сӑмахран, хӳтӗлев каррисемсӗр пуҫне окоп ҫуртисем, типӗ душ тата ытти кирлӗ хатӗрсем ӑсталаҫҫӗ.