Шупашкар - Атӑл тӑрӑхӗнчи чи хитре хуласенчен пӗри
Наци сӑн-сӑпатне упраса пурӑнакан тӗп хуламӑр халӑх кулленех тӑван чӗлхепе калаҫнипе илемлӗ, уявра чӑваш юрри-ташшипе хаваслӑ, тӗрри-эрешӗ куҫа илӗртет. Хӑнасене йӑла-йӗркепе паллаштарассине те тивӗҫлӗ шайра йӗркеленӗ. Авал ӗҫленӗ меслетсене тӗпе хурса чӑвашлӑха аталантарасси - тӗп вырӑнта.