Тӑвай тӑрӑхӗнчи Тӗмерте халах пуҫарӑвӗн программипе калӑпӑшлӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ
Тӗмер территори уйрӑмне 4 ял кӗрет. Пурӗ вӗсенче 2 пин те 500 ҫын пурӑнать. Ялсен сӑн-сӑпатне илемлетес тӗллевпе ку тӑрӑхра пурӑнакансем тӗрлӗ пулӑшу майӗпе хастар усӑ кураҫҫӗ. Кӑҫал ҫеҫ халӑх пуҫарӑвӗн программипе 10 проект пурнӑҫа кӗртнӗ.