Комедирен пуçласа драма таран. Тĕрлĕ çĕршыври чи лайăх фильмсене Шупашкарта иртекен 16-мĕш кинофестивалте кăтартаççĕ. Унта хутшăнма Чăваш Ене паллă артистсемпе режиссёрсем, «çăлтăрсем» килсе çитнĕ. Фестивале Чăваш патшалăх филармонийĕнче уçрĕç.
Хĕрлĕ кавир тата куракансен хавхалантарăвĕ. Фестивале килекен кашни артиста, режиссера, сумлă хăнана алă çупса тивĕçлĕн кĕтсе илеççĕ, вĕсене Чăваш Енре курма хавас пулнине пĕлтереççĕ. Кăçал кинфорума Бангладеш, Иран, Инди, Серби, Норвеги, Таджикистан, Армени, Кыргызстан, Казахстан тата Раççей çĕршывĕсенчи тĕрлĕ хуларан хутшăнакансем килсе çитнĕ. Фестивале «Мальчик из Шоршел» киноĕçпе уçрĕç. Ăна Чăваш Республикинчи хастарсемех ӳкернĕ. Вăл Андриян Григорьевич Николаев космонавтăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне сăнарлать. Хăйне евĕрлĕ фильмсене кашниех кайса курма май пур. Республикăра пурĕ 22 лапам хатĕрленĕ, вĕсенчен 12-шĕ муниципалитетсенче. Куравĕсем тӳлевсĕр, йыхрав хучĕсене кинотеатрсенчи билет туянмалли вырăнсенче илме май пур.
1 view
434
87
2 years ago 00:01:13 1
Кинофестиваль иртет
5 years ago 00:01:43 17
«Асам» кинофестиваль ĕçлесе кайрĕ
1 year ago 00:01:47 15
Театрсен фестивалĕ уçăлчĕ
1 year ago 00:02:31 1
Раççейĕн симĕс ылтăнĕ
2 years ago 00:01:33 1
Чечексен фестивалĕ
2 years ago 00:01:31 1
Савăнăçлă иртĕ
2 years ago 00:01:27 1
Открыткăсене улăштарма май пур
2 years ago 00:01:40 1
Çут çанталăка упрамалла
2 years ago 00:02:08 1
Ачасен кунĕнче «Пĕрремĕшсен фестивалĕ»
2 years ago 00:01:48 7
«Добровидение» фестивале Чăваш Енрен «Уяв» хутшăнать
3 years ago 00:01:22 12
Чӑваш музыкин фестивалӗ
3 years ago 00:02:34 20
Шырав отрячĕсен фестивалĕ иртрĕ
4 years ago 00:02:12 19
«Ентешсен çăлтăр ушкăнĕ» фестиваль уçăлчĕ
4 years ago 00:02:02 1
Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери 24-мӗш балет фестивалӗ иртет