Шырав отрячĕсен фестивалĕ иртрĕ

Кану кунĕсенче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалласа «Чĕре астăвăмĕ» фестиваль иртрĕ. Унта республикăри шырав отрячĕсен хастарĕсем хутшăнчĕç. 3 кун çамрăксем ăсталăх лаççисенче тăван çĕршыв историйĕпе тĕплĕнрех паллашнă, вĕренÿпе культура программисене хутшăнчĕç. «Аваллăхсăр пуласлăх çук», - теççĕ халăхра. Çак каларăша аслисемпе пĕр танах çитĕнекен ăру та лайăх ăнланать. Кăна вĕсем «Чĕре астăвăмĕ» фестивальте тепĕр хутчен çирĕплетрĕç. Шырав отрячĕсен тĕлпулăвне Етĕрне тăрăхĕнче ирттерме те ахальтен суйласа илмен. Шăпах унăн çывăхĕнче Сăр хÿтĕлев чикки иртет. 80 çул каялла окоп чавнă вырăна фестиваль хастарĕсем те çитсе килсе асăну хăмине лартнă. ЕВГЕНИЙ ВАСИЛЬЕВ: «Пирĕн историлле клуб «Драгоны морей» ятлă. Эпир 20 çул ĕçлетпĕр. Клубра шкул ачисене пирĕн асаттесем вăрçăра мĕнле çапăçнине, пурăннине, пирĕн çĕршыва мĕнле хÿтĕлени пирки каласа паратпăр». Чăваш Енре паянхи кун тĕлне 49 шырав отрячĕ ĕçлет. Вĕсенче 700-е яхăн çын тăрăшать. Çак кăтарту юлашки 5 çулта виçĕ хутчен ÿснĕ. Çамрăксем Т
Back to Top