Эпĕ Чăваш Енре çуралнă

Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче парнеллĕ пулма май пур. «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă». Çак ятпа хатĕрленĕ парне пуххине малашне тин çуралнă пур ача та тивĕçĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырура та ачаллă çемьесене пулăшмалли, хавхалантармалли пирки каланăччĕ. Нарăс уйăхĕнче ку енпе Хушу та кăларчĕ. Шупашкарти президент перинаталь центрĕнче шăв-шав тăрать. Тин çеç çуралнă ача нăйкăшни, телейлĕ ашшĕн кулли, савăнăçлă амăшĕн калаçăвĕ, хавхалануллă тăванĕсен саламĕ – сыватмăшра темччен илтĕнчĕ. Кунта киле кайма хатĕрленекен ачасемпе амăшĕсене саламлаççĕ. – Эпир кăçалтанпа çакăн пек питĕ лайăх йăла пуçарса ятăмăр.
Back to Top