Патăрьел районĕнче Кокель вулавĕсем иртрĕç

Раççей, Беларуç, Украина халăхĕсенчи ÿнер ăстисен ĕçĕсем – пĕр лапамра. Çак кунсенче Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче Кокель вулавĕсем иртрĕç. Ăна ку хутĕнче 16-мĕш хут йĕркелерĕç. Сăнарлă ĕçсен хăйнеевĕрлĕхĕ çинчен, çавăн пекех вулаври кăсăклă самантсем çинчен – малалла тĕплĕнрех. Кокель вулавĕсене Чăваш Енре 2005-мĕш çултанпах ирттереççĕ. Тепĕр икĕ çултан вара Кокель пленэрне йĕркеленĕ. Вăл Раççейпе Украина, Беларуç проекчĕ шутланать. 15 çул хушшинче унта пĕтĕмпе 169 ăста хутшăннă. Вĕсем ÿнер тĕнчине 2 000 ытла пленэр ĕçĕпе пуянлатнă. Çак анлă тĕлпулу çулсеренех çĕнĕ çынсене хайĕн ытамне йыхравлать. Çавăн
Back to Top