Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен халăх транспорчĕпе çулçӳреве тухакансен тăватă тенкĕ сахалтарах тӳлеме май пур. «Мир» карттăпа усă куракансем Чăваш Республикинчи автобуссемпе троллейбуссенче йӳнĕрех çӳреме пултараççĕ. Çула тухакансен пăтăрмаха лекес мар тесен мĕн асра тытмалла-ха? Чи малтанах «Мир» карттăна кĕсье телефонне уçламалла. Çакна тĕрлĕ мобильлĕ сервиспа пурнăçлама пулать. Раççейри банксем санкци серепине лекнипе хăш-пĕр сервиссем пирĕн çĕршывра ĕçлемеççĕ. Автобуссемпе троллейбуссенче ятарлă хатĕрсем вырнаçтарнă. Çул укçи тӳлевĕ тӳрех тăватă тенкĕ сахалтарах куçĕ. Акци йĕркисемпе тĕплĕнрех «Привет, Мир» сайтра е мобильлĕ хушăмра вуласа пĕлмелле