Çĕнтерÿçĕсене чысларĕç

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен паттăрлăхĕ çинчен аслисем çеç мар, ачасемпе шăпăрлансем те мĕн пĕчĕкрен пĕлсе çитĕнеççĕ. Ку енĕпе çĕннине, кăсăклине ăша хывма вĕсене халĕ мультфильмсем те пулăшаççĕ. Шăпах паян Шупашкарта окоп чавма хутшăннисене халалласа ÿкернĕ сăнарлă фильмсен конкурсĕнче палăрнисене чысларĕç. Аваллăхсăр пуласлăх çук. Кăна çитĕнекен ăру та ăнланать. Хăйсен мăн аслашшĕ-асламăшĕ вăрçă вăхăтĕнче мĕнлерех шар курнине ачасем сăвă-юрăра çеç мар, мультфильмра та каласа пама пĕлеççĕ. Мультипликациллĕ фильмсен конкурсне кăçал юпа уйăхĕнче пуçарнă пулнă. Ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума пуçланă куна халалланă. Пултарулăх ăмăртăвне Шупашкар тата Çĕрпӳ хулисенчи ача сачĕсем хутшăннă. Вĕсем хăйсем тĕллĕн тĕрлĕ техника, хатĕр, декораци усă курса мультфильмсем ӳкернĕ. Чи лайăх ĕçсене палăртма «Уçă хула» порталта сасăлав та ирттернĕ. Унта 313 паллă пухса Шупашкарти 178-мĕш ача сачĕ çĕнтернĕ. Тÿресем те онлайн сасăлава шута илсе сăнарлă фильмсенчен чи лайăх мультфильм ӳкернĕ 10 ача
Back to Top