Инноваци проекчĕсемпе тимлеççĕ

Инноваци проекчĕсене аталантарсси, çак тытăмри усламçăсене хушма тĕревпе тивĕçтересси, наукăпа техника енĕпе çамрăк ăсчахсене палăртасси. Ăслăлăхпа тата техника тытăмĕнче пĕчĕк тата вăтам услама аталантармалли фонд йĕркелекен «Умник» проект, шăпах çак ĕçсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Асăннă проекта республика 2007-мĕш çултанпа хутшăнать. Кăçалхи çĕнтерÿçĕсене «Каскад-Групп» наукăпа-производство пĕрлешĕвĕнче чысларĕç.
Back to Top