Шупашкар каччи «ФормАРТ» фестивале хутшăнать

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçири элчи Игорь Комаров çамрăк тата профессиллĕ арт-стрит ӳнерçĕсене хавхалантарма пуçарнă конкурса кăçал пурĕ 14 регионтан 100 ытла заявка тăратнă. Финала 14-ăн тухнă. Вĕсенчен пĕри Шупашкар каччи Алексей Чернов. Вăл Президент бульварĕнче вырнаçнă Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнер факультечĕн пĕр стенине сăрласа илемлетнĕ, чăн-чăн арт-объект туса хунă. Сăрă ăстин ĕçĕпе пирĕн корреспондент Елизавета Цветкова паллашрĕ. Сирпĕтсе ӳкермели сăрă баллонĕпе ĕçлеме çав тери çăмăл пек туйăнать – сирпĕт те сирпĕт тейĕ пĕри, анчах та кунта пысăк ăсталăх тата чăтăмлăх кирлĕ. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Çак кӳлепен куç
Back to Top