Çĕршывăн тĕп хулинче — туй

Чăваш Енре пурăнакан чылай каччăпа хĕр çĕршывăн тĕп хулинче — халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕнче — пĕрлешме ĕмĕтленет. Ку йышра Шупашкарти Максим Горскийпе Анастасия Мочалова. Вĕсем кăçал, раштав уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, тĕнчери «Раççей» форум шайĕнче иртекен Чăваш Ен кунĕнче çемье çавăраççĕ. Туя чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе Максимпа Анастасийăпа пĕрле «Çавал» ансамбль йĕркелет. Яваплă пулăма хатĕрленме пуçланă. Пĕрремĕш репетицинче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ пулчĕ.
Back to Top