Ача садне çӳрекенсемшĕн те кăсăклă

Чăваш Республикинчи Етĕрне тăрăхĕнчи «IT-Куб. Етĕрне» ачасен цифрăлла вĕрентӳ центрне 2021-мĕш çулта агротехника техникумĕнче уçнă. «Цифрăлла вĕрентӳ тăрăмĕ» федераци проекчĕн «Вĕрентӳ» наци проекчĕпе йĕркеленĕ. Ăна çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă. Проектăн тĕп тĕллевĕ — IT енре пултаруллă çамрăксене аталанма пулăшасси.
Back to Top