«Сăн ӳкерчĕк вăл — истори»

Асăнмалăх сăн ӳкерчĕксем тăвасси ĕлĕк-авал та пулнă. Çапах та халĕ, 21-мĕш ĕмĕрте, çакă тата та анлă сарăлчĕ. Мĕншĕн тесен кашни саманта ӳкерме кĕсье телефонĕ çумрах. Çакă çĕршыв хӳтĕлевçисене çывăх çыннисене чĕрĕ-сывă пулнине пĕлтерме те пулăшать. Вĕсен сăн ӳкерчĕкĕсенчен Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çуртĕнче «Хамăрăннисем ятарлă çар операцийĕнче» фотокурав уçăлчĕ. Шкул ачи, студент е аслă ӳсĕмрисем. Çын çулне пăхмасăрах салтаксен сăн ӳкерчĕкĕсем ăшă туйăм кĕртеççĕ. Куравра вĕсем хальлĕхе пурĕ 33. Вĕсен йышĕнче Красноармейски тăрăхĕнчи Юрий Львовăн ĕçĕсем те. Вăл Алексей Григорьевпа паттăрсем патне гуманитари пулăшăвĕпе 2 хут кайса килнĕ. ЮРИЙ ЛЬВОВ: “Алексей Николаевич вăл 8 хутчен, тен, кайса килчĕ гуманитари пулăшăвĕпе. Нумай япала илсе кайрăмăр. Питĕ чаплă кĕтсе илчĕç. Хăшĕ-пĕрисен куççуль те тухрĕ, савăнаççĕ”. Лару-тăру йывăр пулсан та, вĕсен пичĕсенче йăлтăр кулă вылять. Кун евĕр фотокурав çĕршыври тĕрлĕ регионта та пур. Çапах та Чăваш Енри курав ыттисенчен уйрăлса тăрать. Хăнасем унта республика патварĕсене çеç мар, тĕрлĕ наци çыннисене те курма пултараççĕ. Ӳкерчĕксен йышĕ ӳссех пырать. Çитес вăхăтра ĕçсен шутне тата 6 ӳкерчĕк те хушăнĕ. ЮРИЙ ЛЬВОВ: “Мана передовойĕнчен малта çапăçакан ачасем ярса пачĕç сăн ӳкерчĕксем. Хăвăрт çапса, сăн ӳкерчĕк туса выставкăна хутăмăр. Сăн ӳкерчĕксем кирлĕ. Вăл истори”. Фотокурава уçнă кăна пулин те, кунта 300-е яхăн шкул ачипе студент килсе курнă, сăн ӳкерчĕксемпе паллашнă. Курава кăçал тата çитес çул та тӳлевсĕр пăхма май пулĕ.
Back to Top