Ейӳ чăрмав кăларса тăратать

Кăçал юр хулӑнӑшӗ те, шӑннӑ ҫӗр сийӗ те иртнĕ ҫулсемпе танлаштарсан чылай пысӑкрах. Ҫавӑнпа ейӳ йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пултарать. Куславкка район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ейӳ вăхăтĕнче 50 çул ĕнтĕ сикерлĕ лару-тăру пулман. Апла пулин те çулсеренех инкек тухас пулсан шар курнисене васкаварлă вырнаçтармалли 9 пункт йĕркелеççĕ. Ятарлă 18 техника, шыв çийĕн ишмелли 3 хатĕр, 100-е яхăн çăлавçă яланах хатĕр тăраççĕ. Куславккасем ейӳ тапхăрне мĕнле хатĕрленнине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ сăнарĕ.
Back to Top