Александр Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче яшсемпе хĕрсене шкул ӳсĕмĕнченех çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме, тăван çĕрĕн историне упраса хăварма, ĕçсене тивĕçлĕ те яваплă пурнăçлама хăнăхтараççĕ. Тăван çĕршывăмăрăн историне упраса хăварас, вăрçă кунĕсемпе çывăхрах паллаштарас тĕллевпе кадет корпусĕнче çар музейне те уçрĕç. Савăнăçлă лару-тăрура музей кĕтесне хăнана килнĕ сумлă хăнасем уçрĕç. Курав çĕнĕ пулин те, кунта усăллă те кăсăклă хыпарпа кашниех паллашма пултарĕ. Çар пурнăçне сăнлакан экспонатсене вара шырав отрядне çӳрекен кадетсем хăйсем тупнă. Паян вĕсем музейре тирпейлĕн упранаççĕ. ВАЛЕРИЯ ПЕТРОВА: «Музей уçнă çĕре пирĕн класс хутшăнчĕ. Эпир кунта вăрçă пирки каласа паратпăр». ТАТЬЯНА ДАНИЛОВА: «Музей питĕ интереслĕ. Эпĕ кунта тепĕр хут килес шутлă». Музейре тинĕс флочĕн пурнăçĕпе, авиаци тытăмĕн вăртăнлăхĕсемпе паллашма пулать. Кадетсем хăйсем ăсталанă экспонатсем те кунта вырăн тупнă. Вертолет макечĕсемпе малашне кашниех паллашма пултарать. Музейре çавăн пекех паттăрсен историне те тимлĕх уйăрнă
66 views
711
219
1 year ago 00:02:50 1
Çĕнĕ шкул хăпартаççĕ
1 year ago 00:02:19 1
Халăх культурине пĕлни кирлĕ
2 years ago 00:01:29 8
Оренбург тутăрĕсем - Чăваш Енре
2 years ago 00:02:55 1
«Савăнăç саманчĕ» курав уçăлчĕ
3 years ago 00:01:52 66
Музей уçăлчĕ
3 years ago 00:02:47 1
Чăваш тĕррин наци шкулĕ уçăлчĕ
3 years ago 00:02:58 5
Праски Витти – 85 çулта
3 years ago 00:01:39 8
«Раççей тăрăх» курав уçăлчĕ
3 years ago 00:03:24 5
Атăлпа Нева юханшывсене пĕрлештерекен курав
3 years ago 00:01:11 8
Сан Раççей мĕн çинчен?
3 years ago 00:01:51 28
«Кăранташ сăнарĕ» курав уçăлчĕ
3 years ago 00:02:28 6
Çамрăк ÿнерçĕсен куравĕ
3 years ago 00:01:43 2
Петр Сизовăн куравĕ йыхравлать
3 years ago 00:02:32 21
Илеме хаклакансем валли курав
5 years ago 00:02:49 9
Мускавра чăваш ӳнерĕн куравĕ уçăлчĕ
5 years ago 00:02:17 16
«Манǎн Раççейĕм, юратăвăм та ыратăвăм»
5 years ago 00:02:14 1
Сталинград çапăçăвне халалланă курав
5 years ago 00:02:23 34
“Ылтăн йывăç хуппи ĕмĕрех мана упрать“
6 years ago 00:02:09 1
Фотографсен - хăйсен музей
6 years ago 00:02:20 1
„Радуга“ центрта Вырăс музейĕнчен илсе килнĕ ÿкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ
6 years ago 00:03:10 1
Унăн картинисем чăваш ÿнерĕн ылтăн фондне кĕнĕ
6 years ago 00:01:04 1
Иртнисĕр пуласлăх çук
6 years ago 00:03:08 10
Ÿнер музейĕнче театр деятелĕсен пĕрлĕхĕн юбилейне халалланă курав уçăлчĕ
6 years ago 00:04:19 1
Çеçпĕл Мишши музейĕнче „Нина Григорьева вылякан рольсенчи хĕрарăмсен шăпи“ ятлă курав уçăлчĕ