Оренбург тутăрĕсем - Чăваш Енре

Чăваш Ен – çĕр пин тĕрĕпе пуян пулсан, Оренбург тăрăхĕ вара – мамăк тутăрĕпе палăрса тăрать. Икĕ ĕмĕр каялла аталаннă ăсталăх хăйĕн илемлĕ эрешĕсемпе халĕ те тĕлĕнтерме пăрахмасть. Пĕтĕм тĕнчери алă ĕçĕн кунĕнче Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче Оренбург мамăк тутăрĕн куравĕ уçăлчĕ. Унта пĕрремĕш çитсе куракансен йышĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ. Оренбург тутăрĕ Совет Союзĕнче пурăннă кашни хĕрарăмăн, кашни пикен ĕмĕчĕ пулнă тесен те йăнăш мар. Вăл хăйне евĕрлĕ те илемлĕ эрешĕпе, çирĕплĕхĕпе тата çăмăллăхĕпе илĕртет. Пуçа çыхмалли хатĕре çак паха енсемпе пуянлатма Оренбург тăрăхĕнчи çанталăк уйрăмлăхĕсем пулăшаççĕ иккен. Шăпах шăрăх та типĕ çулла, сивĕ хĕл кунĕсем оренбург качакисене çитĕнтерме май параççĕ. Вĕсен çăмĕнче вара çакншакал тутăрсем çыхаççĕ те. Куравра 2018-2020-мĕш çулсенчи тутăрсене курма пулать. Вĕсене 50-60-мĕш çулсенчи тĕслĕхсене тĕпе хурса çыхнă. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Хăйне евĕрлĕ курав Чăваш Енре пĕрремĕш хут иртет. Кунта мамăк тутрин илемĕпе киленме, çавăн пекех Оренбург тăрăхĕнче тутăр çыхас ăсталăха еплерех аталантарнине пĕлме май пур. Курав тепĕр çулчченех ĕçлĕ». Оренбург тутрисем пĕринчен тепри илемлĕ. Чăваш Ен çыннисем çак паха тупрапа кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕчченех паллашма пултарĕç.
Back to Top