Çурт умне капăрлатать

Çулталăкри чи кĕтнĕ те асамлă уяв çывхарать. Çĕнĕ çул çитнĕ май кашниех çурта е хваттере илемлетет. Юлашки вăхăтра пӳрт умне капăрлатасси те йăлана кĕчĕ. Шупашкар районĕнчи Шăнкас ялĕнчи Николай Иванов чылай çул çурт таврашне хăтлăх кĕртет. Тăвайкки, чăрăш, çулталăк палли, хунарсем, тĕрлĕ кӳлепе вырнаçтарнă кунта. Николай Иванов тунă тăвайккинчен шкултан таврăнакан ачасем иртсе кайма пултараймарĕç. Вăл вĕсене кашнинчех йыхравлать. Чун каниччен ярăнмасăр ачасем киле каймаççĕ. Шăнса кайсан ăшăнмашкăн тăвайкки айĕнче пĕчĕк пӳлĕм те пур. Николай Ивановича асамçăпа танлаштарма пулать. Кӳлепесене вăл çĕрле ăсталать. Каçпа никам та курмасть. Кун çутипе вара çĕ
Back to Top