Пуласлăха хамăрах йĕркелетпĕр

«Пуласлăха хамăрах йĕркелетпĕр». Çакăн çинчен çитĕнекен ăрăва аса илтерес, вĕсене ырă йăласене хăнăхтарас тĕллевпе Шупашкарти Дорисс-паркра фестиваль ирттерчĕç. Интерактивлă тĕрĕслевсене парăнтарса ăсталăх лаççисене хутшăнма студентсемпе шкул ачисем пуçтарăнчĕç. Дорисс-парка çывăхри вĕренӳ учреждениĕсенче пĕлӳ илекенсем пуçтарăннă. Ушкăнсем çине пайланса вĕсем тĕрĕслевсене пурнăçлаççĕ, ăслăрах, хăюллăрах, хастартрах пулма вĕренеççĕ. Кашниенех маршрута палăртакан хут пур. Вĕсем пĕр станцирен тепĕр станцие илсе çитереççĕ. Акă, сăмахран, Григорий Бондарев хăйĕн тусĕсемпе вăйă выляса Шупакшар тăрăх çул çӳрет. ГРИГОРИЙ БОНДАРЕВ: «Кубик пăрахрăмăр та, Шупашкар хули çинчен çӳрерĕмĕр, пăхрăмăр. Пĕтĕмпех пĕлтĕмĕр те кайран автомат çине кайрăмăр. Ăна вăхăтпа пĕтертĕмĕр. Мана пĕтĕмпех интереслĕ, мĕншĕн тесен эпĕ активист пек пурăнасшăн». Çамрăксем валли 13 станци йĕркеленĕ. Вĕсен сиенлĕ йăласене хирĕç пулнине палăртакан чĕнӳсем çырмалла, плакат ӳкермелле, автомат пуçтарса салатмалла, канат тăрăх утмалла, ăс-тăн тата çан-çурĕм çивĕчлĕхне те кăтартмалла пулчĕ. Хăнăхтарусене пурнăçлани паян ăмăрту евĕр иртрĕ пулсан, пурнăçра вара фестивальте илнĕ ăсталăхпа пĕлӳ яланах кирлĕ пулĕç.
Back to Top