Фестиваль анлă иртрĕ

Кăçал, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче, Чăваш Енре ачасемпе çамрăксен медиапроекчĕсен регионсен хушшинчи «МедиаВзлет» пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ – Чăваш Ен Цифра министерстви. Конкурса 9 çултан пуçласа 17 çулчченхи ачасем уйрăммăн тата ушкăнпа, шкулсенчи медиацентр, хаçат, радио тата телестуди редакцийĕсем хутшăнма кăмăл турĕç. Чăваш Республикин пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрĕнче “МедиаВзлет“ фестиваль пысăк шайра иртрĕ. Унта пурĕ 500 шкул ачи хăйсен проекчĕсене тăратрĕç, юлашки тапxăpне 100 ача хутшăнма тивĕçрĕ. Палăртса хăвармалла, хутшăнакансем хамăр республикăран кӑна мар, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен. Нумай шăпарлан шкулта кăна вĕренет пулсассăн та, хăйсем мĕн пултарнине республикăри хаçат-журнал номерĕсенче çырса, радио-телевидени кăларăмĕсене хутшăнса тĕреслесех тăраççĕ. «МедиаВзлет» фестивале хутшăнакан мал ĕмĕтлĕ ачасем пурĕ 7 номинацире тупăшрĕç. Сăмахран, Елчĕк тăрахĕнчи Аслă Елчĕк шкулĕн ачисем “Чи лайăх видеопpоект“ номинаци çĕнтеруçисем пулса тăчĕç. Любовь Адюкова вĕрентекен ачасене ăслăлăх тĕнчипе паллаштарнăсăр пуçне çамрăкран видео вăрттăнлăхĕсене, журналистăн ĕç-хĕлне вĕрентет. ТАТЬЯНА ПАТШИНА: “Паян эпир видеоролик туса çĕнтертĕмĕр. Эпир ăна чавашла хатĕрлерĕмĕр. Чăваш наци телевиденийĕнче «Çăлтăрчăксем» кăларăмра ача-пăча хыпарĕсемпе паллаштаратăп. Çавăнпа та мана кукка çуралнă кун ячĕпе пичет парнелесе савăнтарчĕ. Чăваш наци радиовĕнче «Ачалăх урхамахĕ» кăларăма ертсе пыма тӳр килнĕшĕн эпĕ питĕ савăнатăп“. ВАЛЕРИЯ ФИЛИМОНОВА: “Журналист пулма нумай вуламалла, калаçма пĕлмелле“. Ҫамрӑк журналистсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Чăваш Ен цифра министрĕ Михаил Степанов саламласа пуласлăхра ăнăçу сунчĕç. Çитес вăхăтра пултарулăха аталантармалли вырăн тăвасси пирки те сăмах хушрĕç. Уявра паллă экспертсем, чĕннĕ хăнасем пултарулăх лаççисем ирттерччĕç. Чи пĕлтерĕшли – фестивале хутшăнакан ачасем ăсталăх лаççисем хыççăн çав тери кăмăллă юлни. ЯКОВ БОРЗАЕВ: “Кунта мана питĕ килĕшет. Тепĕр çул та çакăн пек мероприяти пулсассăн килетĕп. Мана мастер класс килĕшрĕ. Эпĕ унта питĕ нумай хама валли çĕнни пĕлтĕм. Эпĕ кунта нумай çĕнĕ ачасемпе паллашрăм“.
Back to Top