Луганск тата Донецк халăх республикисенчен килекен хыпарсене Раççейре пурăнакансем хурлăхлă йышăнаççĕ. Чăваш Ен те инкеке лекнисене пулăшма хатĕр. Халĕ тĕп тĕллев – çынсене кĕтсе илесси, вĕсене вырнаçтарасси. Çак ĕçе хутшăнакан пур служба та ĕçе хатĕр. Шупашкарти волонтерсен центрĕнче йывăрлăха лекнĕ çынсем валли пулăшу йĕркеленĕ. Кунта хулара пурăнакансем апат-çимĕç, тăхăнмалли япаласем, теттесем илсе килеççĕ. Шупашкарта пурăнакан Ираида Маркитанова пулăшу центрĕ уçăлнине пĕлсенех лавккана çул тытнă. Кирлĕ таварсене вăл икĕ пысăк хутаç тултарса килнĕ. Хĕрарăм чун-чĕри ыйтнипе ырă ĕç тăвать те. ИРАИДА МАРКИТАНОВА: «Çакăн пек йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшас