Киленĕç саманчĕ сыватмăша илсе çитернĕ

Хĕллехи канмалли кунсенче чылайшĕ вăхăта кăмăллă та усăллă ирттерме тăрăшнă, анчах та хăш чухне савăнăç саманчĕ инкеке куçать. Хальхи вăхăтра аслисем те, кĕçĕн ӳсĕмрисем те вĕрсе хăпартнă çаврака çунасемпе ярăнма кăмăллаççĕ. Шел те, хăш чухне тăвайкки айккинчен ярăнса ансанах сыватмăша сипленме çул тытма тивет. Инкек сиксе тухнине ăнланмасăр ачасем хаваслăн йăл кулаççĕ. Жанна Ильина вара тăвайккинчен ярăнса анса паян сыватмăшра сипленет. Вĕрсе хăпартнă çунапа майлă мар ӳксе вăл çурăм шăммине суранлатнă. Çĕнĕ çулхи уяв кунĕсенче, шăпах, тухтăрсенчен пулăшу ыйтма килекен ачасем йышлă. СЕРГЕЙ СЕРГЕЕВ: «Пирĕн отделенинче паянхи кунта 18 çын выртать, 
Back to Top