Республикӑри шыравҫӑсем Сӑр хӳтӗлев чиккине тӗпчерӗҫ

80 ҫул каялла халӑх вӑйӗпе тунӑ хӳтӗлев чикки халӗ ӑҫта сыхланса юлнӑ? Вӑл паян мӗнле вӑрттӑнлӑх упрать? Ҫак тата ытти ыйтӑва тӗпчес ӗҫре уйрӑмах Чӑваш Енри шырав юхӑмӗн хастарӗсем тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче вӗсем Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи манӑҫа тухнӑ окопсене тӗрӗслерӗҫ, унтах семинар ирттерчӗҫ.
Back to Top