1.Тавах сана, ман хаклă тусăм
Ман пурнăçра пулнишĕн тав.
Эс ман телей хисеплĕ çыннăм
Эп савнă пек мана эс сав!
Тавах сана хисеп тунишĕн
Чун ăшшине панишĕн тав!
Ман çулăн çăлтăрĕ пулнишĕн
Ĕмĕрлĕхех сана мухтав!
Ман чунăма туйма пĕлнишĕн
Пулнишĕн юнашар тавах!
Тавах турра эсĕ пулнишĕн
Эс маншăн чи хакли чăнах!
2.Паян, ыран, кирек хăçан та
Пулсам эс манпала кăна.
Кунсем - çулсем шыв пек юхсан та
Упратăрах тÿпе сана.
3. Тавах сана, ман хаклă тусăм
Ман пурнăçра пулнишĕн тав.
Эс ман телей хисеплĕ çыннăм
Эп савнă пек мана эс сав!