Коррупци çулне пӳлер

Çавăн пекех паян пĕтĕм тĕнчери коррупципе кĕрешмелли кун. Коррупци çулне пӳлес тесе йĕрке хуралçсем çеç мар, тĕрлĕ тытăмра тăрăшакансем вăй хураççĕ. Анчах ку çеç çителĕксĕр. Конвертпа укçа илекенсемпе кĕрешес ĕçре массăллă информаци хатĕрĕсен тӳпи те пысăк. Коррупципе çыхăннă хыпара халăх патне мĕнле илсе çитермелле? Кун пирки республикăри журналистсене каласа пачĕç. Тĕл пулăва Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем, шалти ĕçсен министерствин, следстви комитечĕн, прокуратура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Коррупципе кĕрешес ĕçре сĕтев илекенсене ĕçрен хăтарса явап тыттарасси çеç мар, çакăн йышши тĕслĕхсен шутне чакарас тĕллевпе профилактика ĕçĕсем ирттересси пĕлтерĕшлĕ пулнине палартрĕç. Телевидени, радио, хаçат-журналта тăрăшакансем коррупци темипе çыхăннă хыпара халăх патне тĕрĕс те хăвăрт илсе çитермелле. Цифра министерстви ку темăпа ирттерекен конкурсра палăрнисене парнесемпе, хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕçтеш - «Тăван радио» продюсерĕ Надежда Андреева. НАДЕЖДА АНДРЕЕВА: «Хамăн рол
Back to Top