Поэт, композитор, юрăç, искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей писателĕсен тата журналисчĕсен союзĕсен пайташĕ. Светлана Васильевна Асамат пирки. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ те иксĕлми. Хальхинче вăл вулакана тĕрлĕ халăхăн хĕрарăм поэчĕсен сăввисене куçарса «Хĕрарăм чĕри» кĕнекепе тĕлĕнтерчĕ. Çĕнĕ хайлавсем «Асамат вулавĕ» конкурсра пĕрремĕш хут халăх умĕнче янăрарĕç. Сăмах, кĕвĕ, юрă уявĕнче Маргарита Мельникова пулчĕ.