«Тавах сире, тухтăрсем»

Чир-чĕр алхаснă тапхăрта тухтăрсен ĕçĕ тата та курăмлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăпах, шур халатлисем кашни чирлекенĕн пурнăçĕшĕн кĕрĕшеççĕ. Пин хутчен тав сăмахĕ каласан та çакă вĕсен йывăр ĕçне çăмăллатмĕ. Çапах та вĕсене тимлĕх уйăрни, тав сăмăхĕ калани малалла ĕçлеме вăй-хал парнелет. «Тавах сире, тухтăрсем» акцие хутшăнса Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева та сыватмăшсенче пулчĕ.
Back to Top