Ҫӑкӑр хакне кашни ача мӗн пӗчӗкрен пӗлсе ӳснӗ

Вырма вӗҫленсе пынӑ май хресчен суха ӗҫне пуҫӑнать. Ҫавӑн пекех  кӗрхисене акса хӑвармалла. Халӗ ҫак ӗҫе сахал йышпах, техника пулӑшнипе тӑваҫҫӗ. Ӗлӗк вара ватти-вӗтти кун каҫа уй-хирте ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтри йывӑр ӗҫе халӑха кӑтартас тӗлӗшпе Вӑрнар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хӑйне евӗр ака-суха ӗҫне пуҫтарӑнчӗҫ.
Back to Top