Çамрăксен палати ĕçлеме пуçлĕ

Республикăри хĕрарăмсен канашĕ тухăçлă ĕçлесе пырать. Канаш пайташĕсем хăйсен ĕçне хастар пурнăçласа пыракан хĕрарăмесене тата малалла утма хавхаланатараççĕ, çамрăк çемьесене тимлĕх уйăраççĕ, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çул çине тăратас ыйтупа тимлеççĕ. Çамрăксене те тĕрлĕ ĕçе явăçтарас тĕллевпе хĕрарăмсен канашĕ çамрăксен палатине йĕркелесшĕн. Студентсен кунĕнче çамрăксемпе пĕрремĕш тĕлпулу иртрĕ. Çамрăк, маттур, хастар, çирĕп тĕллевсем лартакан пикесем. Вĕсенчен кашниех студент тапхăрĕнче вĕренӳре çеç мар, пурнăçăн ытти енĕсенче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Çакăн пек хастарсене йышăнаççĕ те çăмрăксен палатин пĕрлешĕвне. Хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева малтанах пĕрлĕшӳ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Иртнĕ çул мĕнле ыркăмăллăх акцийĕсем иртнĕ, республика пурнăçĕн мĕнле тытăмне ытларах тимлĕх уйăрнă – ларура çак ĕçсемпе пикесем тĕплĕн паллашма пултарчĕç. АЛЕВТИНА ФЕДОРОВА: «Кашни районта пирĕн хĕрарăмсем питĕ лайăх ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах эпир хамăр ĕçе çăмрăксене те явăçтарасшăн. Çавăнпа ĕнтĕ эпир паянхи кун эпир кашни р
Back to Top