Пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртӗҫ
Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе республикӑри журналистсен союзӗ пӗрле ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. Ҫак туслӑх тӑван тӑрӑха тӗпчессине тата халӑхсен аваллӑхӗпе культура пуянлӑхне упрассине ҫӗнӗ шая кӑларма пулӑшӗ.