Дистант мелĕпе тухтăрсем йышăнаççĕ

Студентсем, шкул ачисем килтен вĕренеççĕ. Тухтăрсем те вĕсенчен юлмаççĕ. Медицина тытăмĕнче тăрăшакансене кăшăллă чирпе кĕрешме пĕрре те çăмăл мар. Талăкра 832 çыннăнне Ковид-19 тупса палăртнă. Черетре çынсем пысăк йышпа ан пухăнччĕр тесе сыватмăшсенче call-центрсем уçăлаççĕ, амбулатори центрĕсем 7 кун ĕçлеме пуçлаççĕ. Шупашкарти тĕп сыватмăша çӳрекенсем чирлесе сывалнине кăтартакан хута малашне дистанци мелĕпе хуптарма пултараççĕ. Шупашкарти тĕп сыватмăшра нумаях пулмасть колл-центр ĕçлеме пуçланă. Тухтăрсен те, телефон шăнкăравĕсене йышăнакансен те ир-ирех хĕрӳ ĕç пырать. Кун каçипе 5 000 яхăн çын пулăшу ыйтать. Вĕсенчен 500 ытларахăшĕ – Ковид-19 вируспа чирлекенсем. Камăн температура çук, анчах чирленине кăтартакан хута хуптармалла – килтен тухмасăр тухтăрпа çыхăнса çак ĕçе пурнăçлама пултарать. Çавăнпа та сыватмăшра вăй хуракансем черетре тăракансене пĕр-пĕринчен чир ертесрен асăрхаттарса call-центр пулăшăвĕпе усă курма хистеççĕ. ТАТЬЯНА МАРКЕЛОВА: «Вирус инфекципе чирлекенсене пула пирĕн поликлиника урăх
Back to Top