Ӳслĕк чирĕ алхасать

Сирĕн тĕпренчĕкĕре ӳслĕк аптăратать-и? Вăл нумай вăхăт хушши иртмест-и? Сыватмăша васкăр. Ку Чăваш Енре сарăлакан коклюш чирĕ пулма пултарать. Ытларах чухне вăл çулталăкченхи ачасене аптăратать. Коклюш француз чĕлхинчен «Автан кăшкăрни» тесе куçать. Шăпах унпа чирлекенсем çак чĕр чун сас панă пек ӳсĕреççĕ. Коклюш – сывлăш тумламĕпе ерекен инфекци чирĕ. Вахăтра шур халатлисем патне каймасан бактериллĕ ӳпке чирĕсем пуçланса каяс хăрушлăх пысăк. Коклюш çаклатнă ача хайне лайăхах туйма пулатарать, ăна сунас, ӳт температури кăшт хăпарни тата типĕ ӳслĕк канăç памасть. Вăл вăхăт иртнĕ май вăйланса пырать. ОКСАНА ЯКОВЛЕВА: «Ачасене вăйлă типĕ ӳслĕк аптăратать. Икĕ уйăх
Back to Top