Килти хушма хуçалăхра сăвакан ĕне усракансене патшалăх пулăшу парать. Ăна республикăри 22 пин çемье илме пултарать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Туппай Сĕмĕл ялĕнчи Худойназаровсем 8 ĕне тытаççĕ. Тĕрев укçине тивĕçнĕ кил-йыша пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çитсе килчĕ.