ЭПИР21

☀Кĕтнĕ самант çитрĕ. Авăн уйăхĕнче «ЭПИР» ача-пăчапа яш-кĕрĕм медиа пĕрлешĕвĕ вĕренӳ ирттерме плана кĕртнĕччĕ. ☀Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Виктор Чугаров Калайкасси шкулне килсе çитрĕ. Унпа тĕл пулма тăватă шкулти çамрăк журналистсем пухăнчĕç. Сыпай, Шомик, Шатракасси тата Калайкасси шкулĕсенче вĕренекенсем Виктор Александровича хăлха тăратса итлерĕç, хăш-пĕр сĕнӳсене манасран çырса та пычĕç. Кĕске вăхăтра В.Чугаров ачасене ролик ӳкерессипе çыхăннă вăрттăнлăхсене уçса пачĕ, вĕренекенсене камерăпа ĕçлеттерчĕ, вĕсĕн ĕçĕсене хакласа сӳтсе явма та ĕлкĕрчĕ. Пултарулăх лаççине Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввипе пĕтĕмлетрĕç. Калайкасси шкул директорĕн çумĕ Эльвира Портнова тĕл пулăва йĕркелеме пулăшрĕ. #ЭПИР21
Back to Top