Шупашкарти юхан шыв портӗнчи пусмасене янкӑр тӗссемпе сӑрлаҫҫӗ
Шупашкара Атӑл тӑрӑх килекенсем е ахаль уҫӑлса ҫӳрекенсем хула историпе паллашма, чӑваш литература классикӗсен тата вӗсен хайлавӗсен ячӗсене пӗлме пултараҫҫӗ. Юхан шыв портӗнче причал стенисемпе пусмисене граффити мелӗпе сӑрласа илемлетнӗ.