Паян Чăваш Енре пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта çынсене кăçал социаллă пулăшу парасси пирки калаçнă. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине уявлассине сÿтсе явнă. Вăл шутра урамсене тирпейлесси, йывăç кунне ирттересси. Михаил Игнатьев вара паян çамрăк специалистсемпе, тин çеç диплом илекенсемпе тĕл пулчĕ. Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕнче пулчĕ Вăл.