Сехетне 60 маска

Çак кăткăс лару-тăрура хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмала. Вируссенчен сыхланма маскăсем çитменрен регионта вĕсене çĕлеме пуçланă. Маларах кĕпе-йĕм çĕлекен предприятисем маскăсем кăлараççĕ. Тĕп хулари çĕвĕ предприятийĕсенчен пĕри талăкне 2 пине яхăн хатĕрлет. Короновирус вăхăтĕнче хӳтĕленмелли чи кирлĕ япаласенчен пĕринпе хамăр тăрăхра пурăнкансене çеç мар, юнашар регионсенче тĕпленнисене те тивĕçтерме вăй-хал çитерет.
Back to Top