Раççейре те, республикăра та газ сирпĕннĕ тĕслĕхсем нумайланса пыраççĕ. Икĕ çул каялла Чаваш Енре 7 пăтăрмаха шута илнĕ. 23 çын хурлăх курнă, вĕсенчен 5-шĕ вилнĕ. Пĕлтĕр те сенкер çулăмпа çыхăннă хивре 12 лару-тăрăва шута илнĕ. 7 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çулталăк пуçланнăранпа газ сирпĕннĕ 2 тĕслĕх çинчен пурте хыпарланăччĕ. Телее, пурте сывă юлнă. Элĕкре çак кунсенче газ сирпĕнни çинчен усал хыпар сарăлчĕ. Арçын кастрюле плита çине лартса хăварнă пулнă. Вĕресе тăракан шыв камфорка çине сирпĕнсе сӳнсе ларнă. Газ шăрши пӳлĕмре сарăлнă. Кил хуçи çывăрнă. Шăрша пула пӳлĕме кĕрсенех çутă çутнипе хваттерти 3 кантăк чӳречи сирпĕнсе тухнă. Пурте сывă юлнă. Газ тытăмĕнче, коммуналлă хуçалăра ĕçлекенсене час-часах çынсенм кĕртмеççĕ – йĕркене пăсакансем тесе шутлаççĕ. Çапах та республикăри çурт-йĕр инспекторĕ, прокуратура çыннисем Чăваш Енре пурăнакансене хăрушсăрлах йĕркине пăхăнмалли çинчен асăрхаттараççĕ. НИКОЛАЙ ИВАНОВ: «Сентябрь уйăхĕнче эпир пурне те тĕрĕсленĕ. Пирĕн актсем пур. Вĕренсе тухнă специалистсем п