Тăван çĕршывăн паттăрĕсене асăнса чечексе хучĕç

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕ - Раççейре Тăван çĕршывăн паттăрĕсене асăнмалли кун. Ăна 2007 çултанпа паллă тăваççĕ. Чăвашсенчен те Совет Союзĕн, Раççей Геройĕн ячĕсене тивĕçнисем сахал мар. Паян вĕсен ячĕсене тĕрлĕ мероприятире аса илчĕç. Шупашкарти Игорь Петрикова асăнса лартнă палăк умĕнче те халăх пуçтарăнчĕ.
Back to Top