Тĕл перессипе тупăшрĕç

Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ – хăрушсăрлăх тытăмĕнче ĕçлекенсен кунĕ. Сыхлăха тимлекенсем професси уявне ăмăртура паллă турĕç. Çамрăксемпе ветерансем тĕл пĕрессипе тупăшрĕç. Тĕл пеме çивĕч куç кăна мар, ăсталăх та кирлĕ. Хăрушсăрлăх тытăмĕнче кашни ĕçлекен хĕç-пăшала аван пĕлет. Пистолет вĕсемшĕн юлташ та, тус та. Ăмăртăва патшалăх хăрушсăрлăхĕн генерал-майорне Вячеслав Тихонова халалланă. Вăл Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Ачаранпах ĕçе пикеннĕ, вĕренме юратнă. Салтак хыççăн хăрушсăрлăх тытăмĕнче ĕçлеме пуçланă. Ĕçтешĕсем халĕ те ăна ырăпа аса илеççĕ. РОЗА ИВАНОВА: «Эпир унпа çирĕм çул ытла ĕçлерĕмĕр пĕрле. Ман атте пурнăçран ир уйрăлчĕ. Вăл маншăн атте вырăнче пулчĕ. Яланах пулăшатчĕ. Вячеслав Архипович валли урăх çыннăн хуйхи пулман. Вăл пĕтĕм çынсем патне пĕр пек». 90-мĕш çулсенче Вячеслав Тихонов Чăваш Республикин хăрушсăрлăх министерствине ертсе пынă. Хăрушсăрлăх тытăмĕн аталанăвне вăл пысăк тӳпе хывнă. Пурнăçа, çĕршыва юрататчĕ, яланах ырă кăмăллă çын пулнине палăртаççĕ пухăннисем. Вячеслав Тихонов
Back to Top