Тӗплӗ юсава маларах вӗҫлесе Ҫӗнӗ Ҫул парни турӗҫ
Кӑҫал пирӗн республикӑра федераци программипе килӗшӳллӗн 12 шкула тӗпрен юсанӑ. Тепӗр 18-шӗнче ӗҫсене икӗ ҫуллӑха пӑхса хунӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн строительсем Канаш районӗнчи Вырӑскас Пикшихри вӑтам шкулта вӗренекенсене пысӑк парне турӗҫ - юсава палӑртнинчен маларах вӗҫлерӗҫ.