Чăвашсем сахалланман

Раççейри чăвашсен федераци наци культура автономийĕн ĕç-хĕлне çĕнĕ шая кăлармалла. Вăл республика тулашĕнчи чăвашсене пĕрлештерсе тăракан тытăм пулмалла. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев общество пĕрлешĕвĕн аслă пухăвĕнче каларĕ. Вăл Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртрĕ. Раççейри чăвашсен федераци наци культура автономине 2000-мĕш çултах йĕркеленĕ. Анчах та унăн ĕçĕ палăрсах кайманнине, регионсемпе тачă çыхăнса ĕçлеменнине палăртрĕç пухăва хутшăнакансем. ВЛАДИМИР БУРМИСТРОВ: «Регионаллă автономисен вĕсен хăйсен электорат пур. Халăх, халăхпа ĕçлемелле. Федераллă автономин çуккă та. Çавăнпа федералл
Back to Top