Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 118 çул çитрĕ.

18 ноября 2017 г. Национальное телевидение Чувашии Çеçпĕл Мишши тăван халăх кун-çулĕнче кăварлă сăввисемпе кăна мар, тĕрĕслĕх шыракан вĕри чĕреллĕ, çивĕч чĕлхеллĕ публицист пек палăрса юлчĕ. Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 118 çул çитрĕ. Çак куна халалласа Шупашкарти Çепĕл Мишши скверĕнче вилĕмсĕр поэтăн пултарулăхне юратакансем, хисеплекенсем пухăнчĕç.
Back to Top