Китай чĕлхине пĕлни сумлă

Юлашки çулсенче китай чĕлхи тĕнчере анлă сарăлса пырать. Миллиард çурăна яхăн çын çак чĕлхепе калаçать, вĕренме ăнтăлать. 80 000 ытла иероглиф. Чĕлхе кăткăслăхне пула ăна Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ. Хаçат-журнал вулас, иртен-çӳренпе калаçас кăмăллисен 3 000 иероглиф пĕлсен çителĕклĕ теççĕ ăсчахсем. Никита Бичурин ахальтен мар çак халăх культурине, хăйне евĕрлĕ чĕлхине тĕпчесе ытти халăх çыннине хăйĕн ĕçĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Китайри Аньхой провинципе Чăваш Ен 2016-мĕш çултанпа туслă çыхăнура. Чăваш наци вулавăшĕнче Китай информаципе культура центрĕ уçăлнăранпа тĕрлĕ курав йĕркелесси, ăсталăх класĕсем ирттерни йăлана кĕнĕ пул&#
Back to Top