Тимлĕхе çухатмала мар

«Хĕрлĕ автан» 42 хут ташша янă, çулăмра виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Чăваш Енре иртнĕ вунă талăка пĕтĕмлетрĕç. Кун пирки Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура сӳтсе яврĕç. Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕччен республикăра 42 хут вут-çулăм ялкăшнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан ку пĕр пушар сахалтарах. Асăннă тапхăрта вут-кăварта виçĕ çын вилнĕ. Çак вăхăтрах 2021 çулта 11 çын çут тĕнчерен уйрăлнă. «Хĕрлĕ автан» ташланин сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Çулăмпа тимсĕр пулни, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманни, электричество хатĕрĕсем юсавсăрри, кăмакасене тĕрĕс усă курманни т
Back to Top