Конституцие улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе йĕркеленĕ сасăлава ирттерме Чăваш Республикинче 9 пин çын хутшăннă, вĕсен хушшинче çак кунсенче коронавирус ертнĕ тĕслĕх пулман. Анчах сывлăхĕсене хĕрхенмесĕр çак тивĕçе пурнăçланăшăн вĕсене хушма пилĕк пин тенкĕпе хавхалантарма йышăннă, çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 50 миллион тенкĕ уйăрнă. Кун пирки паян Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтерчĕ.