Муркаш районĕнчи Калайкассинче чăн-чăн чăвашлăх туйăмĕ хуçаланать. Çапла пĕтĕмлетӳ тунă чăваш наци конгресĕн хастарĕсем унта пулса курнă хыççăн. Авалхи йăла-йĕркесене упраса хăварса аталантарас, вĕсемпе çитĕнекен ăрăва паллаштарас енĕпе вырăнти халăх тĕллевлĕ ĕçлет.