Операцисенче ăсталăха туптаççĕ

Медицина тытăмĕ аталанса пырать. Унпа пĕрле тухтăрсен ăсталăхĕ те. Республикăри ача-пăча клиника больницинче çак эрнере Мускаври Морозов ача-пăча хула клиника больницин тухтăрĕ, Раççейри ача-пăча хирургĕ, уролог-андрологĕ Олег Шмыров хăйĕн ĕçтешĕсемпе 10 операци ытла ирттерме палăртнă. Роман тата Михаил Архиповсем операци хыççăн вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Пĕри кĕнеке вулать, тепри телефонпа тĕрлĕ халап пăхать. Тинех çĕнĕ пурнăç пуçланнă теççĕ вĕсем. Сыватмăшран кăларасса чăтăмсăр кĕтеççĕ. Çуралсанах урологсем вĕсен шăк кăмпи тĕрĕс мар ĕçленине çирĕплетнĕ, операци тума сĕннĕ. Ача садне çӳрекен Мишăна çăмăлах пулман, пĕрмай саппас тум-тир чикме тивнĕ. Шкулта ăс пухакан Роман та физкультура урокĕнче сикме, йывăр йăтма юраман. Халĕ тĕрлĕ йывăрлăх хыçа юлнă тесен те юрать. Вĕсен амăшĕ Ирина операци, сиплев тапхăрĕ ăнăçлă иртсе кайтăр тесе кĕл тăвать. Мускавран килнĕ тухтăра Олег Шмырова тав туса пĕтереймест. Вăл Чăваш Енре эрнипех ăсталăх класĕсем ирттерет. Пирĕн республикăна вĕсем 2017-мĕш çултанпа çулталă
Back to Top